Суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахла ҫак пулӑм ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре сиксе тухнӑ. Унта пӗр хӗрарӑм хаҫат патне тухнӑ. Киоска е пуштӑна кайман-ха вӑл — «Раҫҫей патриочӗсем» партин пичет кӑларӑмне куҫ хывнӑ.
Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм пичет кӑларӑмне хаҫат валеҫекенӗн аллинчен туртса илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ чӗрке мунча хутма кирлӗ пулнӑ тес — киле вӗҫтермен. Хула администрацийӗ енне васканӑ.
Ку ӗҫе тӗпченӗ йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнинчен ҫакӑ палӑрнӑ: хӗрарӑм хаҫата хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ 13, 14 тата 16 ҫулсенчи хӗрӗсенчен пӗрне тыттарнӑ. Хаҫат хуҫи — парти пайташӗ — хӑваланӑран хӑраса ӳкнипе тарнӑ. Килелле мар, хула администрацинелле. Унта ҫитсе пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе кайнӑ. Мӗншӗн унта тетӗр-и? Урӑх пӳлӗмсене пӗлмен имӗш вӑл, ҫавӑнпа пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ пуҫлӑх пӳлӗмне кӗрсе ҫухалнӑ. Хаҫат йӑтса таракан хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пичет кӑларӑмӗсене агитатор хӑй тыттарнӑ имӗш.
Йӗрке хуралҫисем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахра саккуна пӑсни ҫук. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: хаҫат валеҫекене йӗрке хуралҫисене суйса пӗлтернӗ тесе айӑплаттарасшӑн пулнӑ та, анчах пакунлисем ун пек позицие йышӑнман.
Паян Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александр Жукова ӗҫрен хӑтарнӑ. 578-р номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна мӗншӗн ӗҫрен хӑтарассине йышӑнура каламан.
Министр ҫумӗнче Александр Георгиевич кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ.
Шупашкар хулинче ҫуралнӑ Александр Жуков 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тыр-пул выраҫҫӗ. Ытларах тӗшӗлесе илекен нумайрах укҫа лекесси паллӑ-ха. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнчи хуҫалӑхсенчи комбайнерсем тата механизаторсем хушшинче ятарласа ӑмӑрту та йӗркеленӗ. Ӗлӗкхилле, совет саманинчи пек.
Вырмара тар тӑкакансен ӗҫне хаклакансем ӗнер иртнӗ эрнери ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Комбайнерсенчен «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Евгений Гаврилов мала тухнӑ. Вӑл пӗр эрнере 225 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ. Механизаторсенчен «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн «Авангард» филиалӗнчи Владислав Герасимова палӑртнӑ. Вӑл кӗрхисене 275 гектар акнӑ. «Колос» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи Сергей Максимов водитель тӗштырӑна 620 тонна турттарса мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпел тыттарнӑ тата районта тухса тӑракан «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫата ҫырӑнса панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Унта халӗ те тухтӑр ҫурчӗ пур, анчах вӑл кивелсе кайнине кура ӑна юсаса ҫӗнетме те май килмен. Модульлӗ ҫурта кӗске вӑхӑтрах хӑпартса лартас шанчӑк пур.
ФАП апакассисемсӗр пуҫне таврари тата тепӗр пилӗк ял ҫыннисене йышӑнӗ. Район центрне ҫитме ҫынсене ҫывӑхах мар: 15 километр таран каймалла, врач амбулаторийӗ 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Сӑмах май каласан, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 хӑпартса лартма планланӑ, вӗсенчен 24-шне кӑҫал хута ямалла.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Апакассинчи ФАП строительстви епле шайра пынине район администрацийӗ тата районти тӗп пульница ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. «Киа Рио» урапа фурӑпа ҫапӑннӑ.
Суранланнисене, виҫӗ ҫынна, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, вӗсенчен пӗри ҫурлан 10-мӗшӗнче реанимацире вилнӗ. Вӑл – ҫамрӑк арҫын, авланма хатӗрленнӗ. Унӑн савни юлнӑ.
Юратакан ҫынсем туя хатӗрленнӗ: фотограф, тамада саккас панӑ. Анчах вӗсене шӑпа пӗрлешме пӳрмен.
Ҫав кун каччӑ ашшӗпе Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне кайма тухнӑ. Халӗ ашшӗ йывӑр сурансемпе пульницӑра выртать. Ывӑлӗ полицире оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ.
Ҫамрӑкскерпе паян Шӑнкӑртам ялӗнче сывпуллашаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ.
Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ.
Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман.
Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ районӗн ҫыннисемпе куҫа куҫӑн курса калаҫнӑ. Района ятарласа пурте килнӗ вӗсем.
Малтанах радио журналисчӗсем ача усрава илнӗ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ. вӗсене пултаруллӑ ҫамрӑксем те кӑсӑклантарнӑ, вӗсемпе те репортаж хатӗрленӗ. Радио эфирӗ валли 50 ҫултан ытларах пурӑнакан мӑшӑрсемпе те интервью хатӗрленӗ.
Журналистсем ҫӗнетнӗ шкулсене те ҫитсе курнӑ. Вырма мӗнле пыни те интереслентернӗ. Ун пирки те репортаж хатӗрленӗ, вырмана тухнӑ ҫынсемпе курса калаҫнӑ.
Каҫхине радио журналисчӗсемпе ҫынсем культура ҫурчӗ умӗнче тӗл пулнӑ. Малтан Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова сӑмах каланӑ, радио аталаннине палӑртнӑ. Журналистсем хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унтан чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗрпӳсене концертпа савӑнтарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем кадастр инженерне пула ҫӗр илеймеҫҫӗ. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсене пӳрт лартма, пахча вырӑнне усӑ курма е хушма хуҫалӑх валли тесе ҫӗр уйӑрма темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем ҫӗрне парса та унпа усӑ курманни, теприсем кирлӗ мар тесе илменни те пулкалать-ха. Анчах ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный поселокра ҫӗре ҫамрӑк ҫемьесене ниепле те валеҫсе пӗтереймеҫҫӗ-мӗн. Лаптӑксене виҫсе панӑ чух кадастр инженерӗ йӑнӑшнине пула, ҫавна пула ҫӗр хуҫисен лаптӑкӗсене тӗрӗс мар кӑтартнине пула хӑшӗсем ют ҫын ҫӗрӗ ҫине лекнӗ иккен. Халӗ ҫав йӑнӑша епле тӳрлетесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Республикӑра паян аслатиллӗ ҫумӑр пуласса, пӑр ҫума пултарасса пӗлтернӗччӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче чие ҫырли пысӑкӑш – диаметрӗ 2 сантиметр - пӑр ӳкнӗ. Вӑл ҫынсен пахчинчи хӑш-пӗр ҫимӗҫе тӗп тунӑ.
Пӑр 16 сехетре ҫунӑ. 15 минут ҫунӑ вӑл. Выльӑх-чӗрлӗх те хӑраса ӳкнӗ. Вӗсем хӳтӗ шыраса ял тӑрӑх чупнӑ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ те пӑр ҫӑвасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ыран та ҫакнашкал лару-тӑру пулаять. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 19 метр таран вӗрме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |